Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -12.7 °C
Ӗмӗр сакки сарлака.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Илемлӗ чӑваш чӗлхи те калаҫма пӗлсен кӑна (ЧХЧЭФ)

Ырӑ сунса кӗтместпӗр

Пур ҫӗрте те «Ырӑ сунса кӗтетпӗр» тесе ҫырса хунӑ: шкулӗ ҫине те, библиотека-музейӗ тӑррине те… Чӑваш сӑмахӗ савӑнтарать. Чӑвашлах мар пулин те.
Ырӑ сунса кӗтетпӗр тени кӑнттам та ҫыпӑҫусӑр. Ҫыпӑҫуллине халӑх сӑмахлӑхӗнче шырамалла. Саламаликре, тӗслӗхрен:
Е, саламалик, тав сире!
Ӗҫетре-ҫиетре, вылятра-кулатра,
Авалхи пек тӑратра,
Ҫӗнӗрен йӑла кӑлармастра,
Пире хуш хурса хапӑл тӑватра?
Хапӑл тӑватӑр пулсан – виҫӗ утӑм малалла,
Хапӑл тумастӑр пулсан – виҫӗ утӑм каялла.
Тупӑнчӗ те! Ырӑ сунса кӗтетпӗр мар, хапӑл тӑватпӑр. Кун пек ка-ласан кӑмӑллӑрах пулать. Ҫапла вӗт-ха?

«Ӑҫта каян?» тени те сывлӑх сунниех

Сывлӑх тӗрлӗрен сунма пулать. Аван-и? Ырӑ кун пултӑр. Салам. Пирӗн килес… «Ӑҫта каян?» тени те сывлӑх сунниех. Монголсем пек. Вӗсем халӗ те калаҫӑвне «Сирӗн выльӑх-чӗрлӗх мӗнле пурӑнать?» тесе пуҫлаҫҫӗ. Кулӑшла мар. Выльӑхҫӑ халӑх пурнӑҫӗ чӗрлӗхӗн тӗрӗс-тӗкеллӗхӗпе ҫыхӑннӑ. Ӗни-сурӑхӗ ырӑ-сывӑ пулсан этем йӑхӗ те ырӑ-сывӑ.
…Ӗҫе каятӑп. Пӗлӗш тӑра парать. Ырӑ кун пултӑр тесе каласа пӗтеричченех «Ӑҫта каян?» тесе хуратӑп. Хуравне итлеместӗп. Вӑл ӑҫта кайни маншӑн пур пӗрех. Эпӗ ҫапла сывлӑх сунма хӑнӑхнӑ.

Ырӑ ир сунман халӑх

Ырӑ кун тенӗрен. Ӑна эпир вырӑс чӗлхи урлӑ нимӗҫ чӗлхинчен йышӑннӑ: guten Tag – добрый день – ырӑ кун пултӑр.
Тимлӗ пулӑр: чӑвашла ырӑ ир сунмаҫҫӗ. Пирӗн халӑхра ир-ирех ырӑ кун пултӑр теме йышӑннӑ. Ырӑ каҫӗ вара кӑнтӑрла иртни пилӗк сехетрен пуҫланать.
Халӗ миҫе ҫитнӗ-ха?

Манӑн ҫитмӗл ҫичӗ тус

Коми ачи килчӗ. «Чолӑм», – терӗм эпӗ ӑна. «Чолӑм», – савӑнсах хурав пачӗ Алексей.
Тутар йӗкӗчӗсемпе паллашрӑм. Эпӗ: «Исянмесӗз!» – «Исянмӗсӗз!» – ахрӑм пек кӑмӑллӑ тавӑрчӗҫ Ильшатпа Ренат.
Ҫармӑссем хула урамӗпе уҫӑлса ҫӳреҫҫӗ. «Салам лийже, Вениа-мин. Поро кече, Лариса». Ларисӑпа Вениамин йӑл кулса: «Салам да поро кече» теҫҫӗ.
Регина Кенирен. Унта суахили чӗлхи сарӑлнӑ. «Регина, джамбо!»
Урсулӑпа Януш – тӳрех икӗ венгр. Пӗччен пулсан сия тейӗттӗм. Иккӗн те – сиясток.
Эпӗ тата акӑлчанла, грузинла, исландилле, литвалла, мордвалла, нимӗҫле, удмуртла, украинла, финла, французла, шведла, эсперантӑлла, японла сывлӑх сунма пултаратӑп. (Тахӑш чӗлхине манса хӑвартӑм пулас). Тӑван чӗлхипе саламлани пурне те килӗшет. Мана та.

«Шупашкар калаҫать»

Маргарита Кабетова диктор: «Шупашкар калаҫать. Ырӑ каҫ пултӑр, хисеплӗ юлташсем. Эфирта – Чӑваш радио передачисем».
Диктор минутра 13 – 15 йӗрке вулать. Ку вӑл вӑтамран тӑхӑр вунӑ сӑмахпа танлашать. Хӑйне евӗр эталон. Ҫакӑнтан ерипенрех е васкарах вуланине ӑнланма йывӑр. Хальхи ҫамрӑк дикторсем, телера-диожурналистсем акӑлчан тыткаларӑшне евӗрлесе хӑвӑртрах вулаҫҫӗ-ха. Акӑлчанла юрать. Чӗлхи ҫавнашкал вӗсен. Пирӗншӗн ку йӑла вырӑнсӑр. Чӗлхемӗр – акӑлчан чӗлхи мар.
Маргарита Кирилловнӑн вулав хӑнӑхӑвӗ вуншар ҫул туптаннӑ. Ӑна шанма пулать.

Аххун тесе ан тарӑхтарӑр мана!

Пур ҫавӑн пек сӑвӑҫ. Валем Ахун ятлӑ. Анчах хӑшӗ-пӗри ӑна темшӗн Аххун теме тӑрӑшать. Чӑваш ҫырулӑхӗн йӗркипе килӗшӳллӗн икӗ уҫӑ сасӑ хушшинче тӑракан хупӑ сасса янравлӑ ка-ламалла: пу[г]ан, хи[з]еп, ка[д]а тата … А[γ]ун. Пӗрре те Аххун мар.
Ахун тени ҫепӗҫ те ырӑ, Аххун тени киревсӗр те тӳрккес.
«Ахун» ҫыратпӑр, «Ахун» вулатпӑр.
Валем Ахун ҫырнинчен:

Турри те пур, шуйттан та пур –
Йӗрки ҫапла тӗнчен.
Ырри те пур, хаяр та пур –
Епле паллас пӗччен?

Халӑх артисчӗ тесе ҫыратпӑр, халӑх артисӗ тесе калатпӑр

Эпӗ радиостудире микрофон умӗнче ларатӑп. Алӑ айӗнче текст: «Тӗп рольте, – вулатӑп сасӑпа, – Чӑваш Республикин халӑх артисчӗ – Геннадий Большаков…» «Ҫук, – чарать мана Юлия Перминова режиссер, – артисчӗ мар, артисӗ…»
Эпӗ режиссерпа хаваспах килӗшетӗп. Чӑнах та ҫапла-иҫ! Ҫыратпӑр: юрисчӗ, тракторисчӗ, стилисчӗ. Вулатпӑр: тракторисӗ, стилисӗ, юрисӗ. Капла чылай хитререх илтӗнет. Кӗнекере те ҫакна палӑртса хӑварнӑ. Тӗрӗслесе пӑхма пултаратӑр.
«Тӗп рольте, – ҫӗнӗрен вулатӑп эпӗ, – Чӑваш Республикин халӑх артисӗ – Геннадий Большаков…» Пурте кӑмӑллӑ – режиссерӗ те, артисчӗ те, эпӗ хам та, радио итлекен те.

Олег Прокопьев калани тӗрӗсрех

Сцена ҫинче артистсем спектакль кӑтартаҫҫӗ. «Килмест те каймасть, – теҫҫӗ хӑйсем. – Пымасть те памасть».
Олег Прокопьев Чӑваш телевиденийӗпе ҫӗнӗ хыпарсем ертсе пырать: «Ҫӳремеҫ, пулмаҫ, шутламаҫ…»
Хӑшӗ тӗрӗсрех калаҫать-ши – артистсем-и е Олег?
Хӑй вӑхӑтӗнче пирӗн чӗлхеҫӗсем ҫапла йышӑнса хӑварнӑ: килмест, каймасть, шутламасть, промышленность ҫыратпӑр пулсан та килмеҫ, каймаҫ, шутламаҫ, промышленноҫ калани вырӑнлӑрах.
Олег Прокопьев пек калаҫма тӑрӑшмалла эппин.

Кóлледжпа коллéж

Пӗрремӗш маршрут троллейбусӗ Атӑл хӗрнелле васкать. «Тепӗр чарӑну – «Электромеханика коллéджӗ», – пӗлтерчӗ водитель телеви-дени дикторӗн сассипе. «Кóлледж мар-и вара?» – шутларӗ троллей-бусра ларса пыракан халӑх.
Эпир халӗ усӑ куракан «кóлледж» сӑмах акӑлчан чӗлхинчен килнӗ. Вӑл чӗлхере пусӑм пӗрремӗш сыпӑка туртӑнать: мáркетинг, прéссинг, хáкер, хóбби, кóлледж.
Анчах пирӗн чӗлхере «коллéж» та пур (коллéдж пекех илтӗнет). Ӑна француз чӗлхинчен йышӑннӑ. Французсем пусӑма юлашки сыпӑка лартаҫҫӗ: ажиотáж, журнáл, квартáл, коллéж.
Эппин, французсем ҫинчен калаҫнӑ чухне эпир коллéж теме тивӗҫ, ытти чухне – кóлледж. Шӑпах та Шупашкар «ытти чухнехи» пулать те.
…Пӗрремӗш маршрут троллейбусӗ каллех Атӑл хӗрнелле вас-кать. «Тепӗр чарӑну – «МТВ-центр», – пӗлтерчӗ водитель ют ҫын сас-сипе. «Электромеханика кóлледжӗ» чарӑну текехрен ҫук ӗнтӗ. Вӑл халӗ урӑхла ятлӑ.

Кӗске «студент»

Транспорт павильонӗ ку чарӑну «Студентсен хули» ятлине пӗлтерет. Павильон стени «Студентсен ҫуркуннине» йыхравлать. Шухӑшӗ лайӑх, анчах ячӗ йывӑртарах.
Ҫӑмӑллату меслечӗ питӗ ансат. Вӑл ҫулпа кайсан троллейбусра «Ҫитес чарӑну – «Студхула» тейӗччӗҫ, вӗренекенсем пӗлтерӳ урлӑ «Студҫуркунне» уявне чӗнӗччӗҫ.
Пӑртак ҫӑмӑлттайрах ӗнтӗ, анчах мӗнле янрать!

Марь Иванна

Чӑваш литературине Екатерина Романна вӗрентет. Вырӑс чӗлхин учителӗ Марь Иванна ятлӑ. Физика Алексей Григорьч тесе чӗнмелле. Тен, апла мар? Тен, ҫӗнӗрен?
Математикӑна Екатерина Романовна вӗрентет. Географи вӗрентӳҫи Мария Ивановна ятлӑ. Химика Алексей Григорьевич тесе чӗнмелле.
Кунта йӗрки ҫапла: ҫын ячӗпе ашшӗ ятне тулли ҫыраҫҫӗ, кӗскетсе калаҫҫӗ: Михаил Иванович – Михал Иванч, Галина Николаевна – Галина Николайна, Василий Алексеевич – Василь Алесейч, Павел Александрович – Пал Алексанч, Полина Сергеевна – Полина Сергейна.
Анчах ку йӗркене пур чухне те ҫирӗп тытса пыма ҫук: Ефросиния Ардалионовна, Генрих Карлович тата ытти ҫакӑн евӗр сайра тӗл пулакан вырӑсланса-чӑвашланса ҫитмен ят майлашӑвне ҫырнӑ пекех туллин калама йышӑннӑ.
Эпӗ ҫыру хутлӑхӗнче Эдуард Валентинович, калаҫура – Эдуард Валентинч. Эсир вара кам пулатӑр?

Кесямёкисӗр этем

Финляндирен юлташ ҫырать: Tänään matkustan kesämökille. Паян таҫта каятӑп тет-ха вӑл. Алӑ айӗнче финла-чӑвашла сӑмах кӗнеки ҫук. Мӗне пӗлтерет-ши кесямёки? Астӑватӑп-ха: кеся – ҫулла, мёки – ҫурт. Пулчӗ те, кесямёки – ҫуллахи ҫурт, дача эппин. Юрататӑп финн чӗлхине!
Шел, анчах манӑн ҫуллахи ҫурт ҫук. Пулайнӑ пулсан эпӗ ӑна фазенда та, дача та, кесямёки те темӗттӗм. Ҫуллахи ҫурт. Пӑртак финла, ытларах чӑвашла.

Ҫӗлен ӑшши

Кӗркуннепе, татти-сыпписӗр йӗпе-сапа тӑнӑ вӑхӑтра, пӗр эрнелӗхе ҫуллахи хитре ҫанталӑк таврӑнать. Журналистсем ӑна вырӑса пӑхса «карчӑк ӑшши» тесе ят хунӑ.
Журналисчӗсем вӗсем хӑпӑл-хапӑлтарах ҫав. Вырӑс «карчӑкӗн ӑшшине» чӑвашӑн «ҫӗлен ӑшшийӗ» пырса тивнине пӗлмеҫҫӗ.
Серпентари чӑвашла та, вырӑсла та серпентириех. Кайса ярас журналистсене ҫавӑнта. Вӗренччӗр ҫӗлене хисеп тума.

Юратӑвӑм ман – сутӑҫӑ

Икӗ пӗр пек сӑмах – сутуҫӑ тата сутӑҫӑ. Вӗсен мӗн пур уйрӑмлӑхӗ те пӗр сас палли, пӗр сасӑ. Хаҫатҫӑсем юлашки вӑхӑтра «сутӑҫа» манса кайрӗҫ, «сутуҫпа» кӑна усӑ кураҫҫӗ. Шутласа пӑхсан «сутӑҫӑ» пулӑвӗ тӗлӗшенчен «сутуҫӑран» нумай аслӑрах. Вӑл «сут» тымар ҫумне -ӑ сӑмах тӑвакан аффикс хушӑннипе пулӑннӑ. -а аффикс халь-хи вӑхӑтра тухӑҫсӑрри шутне кӗрет, урӑхла каласан ҫӗнӗ сӑмах тунӑ ҫӗре хутшӑнмасть.
«Сутуҫӑ» сӑмах ҫап-ҫамрӑк, «сут» тымарӗ ҫумне -у аффикс сыпӑннипе йӗркеленнӗ. -у тухӑҫлӑ сыпӑнчӑк: пуху, лару, туху, пӗрлешӳ…
Сутӑҫӑ – сутуҫӑ. Авалхи йӑхташсем ытларах сутӑҫа кӑмӑлланӑ. Хальхи сутуҫи те начар мар.

Подаритьленӗ ручка

«Мӗнле лайӑх рукча. Подаритьле-ха», – терӗ ӗҫтеш. Ручкӑна мухтани килӗшрӗ. «Тархасшӑн, – терӗм эпӗ, – ман тата пур».
Ҫав вӑхӑтран тытӑнса ман пуплеве ҫӗнӗ сӑмах кӗчӗ – подаритьле. Чӑвашсем ӗлӗкренех апат шариклемé пуҫланине пӗлетӗп-ха эпӗ, кил-ҫуртне ҫветитлéнӗ, венчéнт тӑнӑ, тепӗр чухне пӗр-пӗрне мешетлéнӗ. Халӗ ак звонить тума пӑрахрӑмар та звонитьлеме пуҫларӑмӑр…
Тата мӗн тумалли юлать-ха?

Статистпа статистикá ан пӑтраштарӑр

Дмитрий Певцов артист статист мар. Вӑл ялан тенӗ пек тӗп роль-те вылять. Ытла та пултаруллӑ, ҫавӑнпа.
Вуламасов вара статист. Унӑн ӑсталӑхӗ ҫитмест. Вӑл хушӑран кӑна «Нарспи» инсценировкӑра, «Салампире», «Моцартпа Сальеринче» массовкӑра курӑнкалать. Эппин, статист вӑл – иккӗмӗшле роль вы-лякан артист.
Телевизор яратӑп. Чӑваш телевиденийӗпе ҫӗнӗ хыпарсем параҫҫӗ. «Статистсем халӑх ҫыравне пӗтӗмлетнӗ», – вулаҫҫӗ кадр хыҫӗнче. «Тен, статистиксем?!», – кӑшкӑратӑп эпӗ телевизора хирӗҫ.
Паллах, статистиксем. Вӗсем пирӗн пурнӑҫа цифрӑласа ҫырса кӑтартаҫҫӗ. Пин ҫын пуҫне миҫе ача ҫуралнӑ? Шупашкарта халӑх йышӗ мӗнле улшӑнса пырать? Эпир ҫулталӑкне миҫе килограмм мороженӑй ҫиетпӗр, миҫе кун канатпӑр, вӑтамран ӗҫ укҫи мӗн чухлӗ илетпӗр? Ку вӑл – пӗтӗмпех стати’стика. Статистикӑра ӗҫлекен ҫынна шӑпах статистик теҫҫӗ те. Статист мар.
Вуламасов хӑй ӗмӗрӗнче ни Сетнере те, ни Шамбулкина та, ни Моцарта та выляса кураяс ҫук. Шкулта математика лайӑх вӗреннӗ теҫҫӗ. Пӗрех хут, статистикá каймалла пулман-и унӑн?

Париж – ялан Париж!

Париж французла – Пари´. Лондон акӑлчанла – Ла´ндон. Германи нимӗҫле – Дойчланд. Финлянди финла – Суоми… Эпир пур пӗр Парижа Париж, Лондона Лондон, Германие Германи, Финляндие Финлянди тетпӗр. Пире ӗмӗрсем хушши туптаннӑ тӑван чӗлхемӗр ҫапла калама хистет. Малалла ыйту ҫуралать. Мӗншӗн хӑнӑхнӑ пек Молдави, Тува, Якут, Калмӑк республики мар, Молдова, Тыва, Саха, Хальмг-Тангч темелле? Темелле мар ҫав.
Пире Башкортостан, Кыргызстан, Ашгабад теме те йывӑр. В Украине, Беларусь – мӗн тери кӑнттамлӑх!
Париж вӑл яланах Париж пултӑр!

Фарфор та фарфӑр

Чӑваш радиопа «Эрнери паллӑ кунсем» кӑларӑм пырать.
– Апрелӗн 17-мӗшӗ. Ҫак кун Валери Туркай чӑваш халӑх поэчӗ 45 ҫул тултарать. Унӑн кӗнекисем – «Шурӑ фарфӑр чашӑк»…
Фарфӑр мар ӗнтӗ, фарфóр. Кашни сӑмах кӗнекинчех ҫапла – фарфóр.
Поэт йӑнӑшнӑ апла? Ҫук пуль. Пӑсса калаҫҫӗ вӗт-ха – рáпорт вырӑнне рапóрт, кóмпас вырӑнне компáс. Сӑвӑҫ калани те ҫав ретре-нех. Унтан та ытларах – илемлӗх мелӗ. Пурте фарфóр тенӗ чухне пӗри фарфӑр тесе пуплевне сӑнарлӑрах тӑвать. Пӗри вӑл – Валери Туркай.

Франци культурин тава тивӗҫлӗ ӗҫлевҫи

Ӗҫлемелле те ӗҫлемелле, ӗҫлемелле те ӗҫлемелле… Чӑваш питӗ ӗҫчен. Ахаль ларнине чӑтма пултараймасть. Кӗрӗк арки те пулсан йӑвала тет. Ҫавӑн пирки ӑҫта пӑхан – унта тава тивӗҫлӗ ӗҫчен: культурӑра та, ял хуҫалӑхӗнче те, вӗрентӳпе вӗренӳре те…
Кахал халӑх ҫук. Софи Лорен – Итали культурин тава тивӗҫлӗ ӗҫлевҫи, Сильвестр Сталлоне – США киновӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫлевҫи. Кюрихара Комака та тава тивӗҫлӗ ӗҫлевҫӗ, анчах Япони ҫӗр-шывӗнче. Вӗсем пурте ӗҫчен ӗҫлевҫӗ.
Икӗ сӑмах: ӗҫчен тата ӗҫлевҫӗ. Эпир ытларах ӗҫченӗпе усӑ куратпӑр. Питӗ шел. Ӗҫчен сӑмахӑн хушма ырлав пӗлтерӗшӗ вӑйлӑ аталаннӑ: ӗҫчен хӗр, ӗҫчен ял, ӗҫчен халӑх. Анчах магазинта ӗҫлекен кахал сутӑҫ пирки магазин ӗҫченӗ тесе калаймӑн. Чӗлхе ҫаврӑнмасть. Кун пек чухне шӑпах та леш иккӗмӗш сӑмахӗ питӗ вырӑнлӑ пулмаллаччӗ – ӗҫлевҫӗ. Пырса кӗтӗм кӑна магазин ӗҫлевҫи мана тарӑхса кӗтсе илчӗ. Ӗҫлевҫи ырӑскер пулсан ӑна тава тивӗҫлӗ, кӑмӑллӑ, лайӑх, тарават теме пулӗччӗ.
«C`est la vie!», – теҫҫӗ кун пек чухне Франци культурин тава тивӗҫлӗ ӗҫлевҫисем – Катрин Денев, Жерар Депардье, Анук Эме, Мирей Матье. Эпир те ҫаплах калӑпӑр: «Се ля ви!»

Сӑмахлӑх урлӑ – сӑмах кӗнеки

Тутарла – сюзлӗк, ҫармӑсла – мутер, удмуртла – кыллюкам. Чӑвашла – словарь. Пирӗн хамӑрӑн юрӑхлӑ сӑмах ҫуккине ӗненместӗп. Тӗрӗс тӑватӑп.
Тутар ҫулӗпе кайсан сӑмахлӑх темеллеччӗ (тутарла сюз – сӑмах, -лӗк – сӑмах тӑвакан аффикс). Тутар ҫулӗпе кайма ҫук: сӑмахлӑх тесе эпир халӑх хушшинче ҫӳрекен юмах-халапа калатпӑр.
Юманлӑх – юмансар, ҫӑкалӑх – ҫӑкасар. Ку ҫулпа кайсан словаре сӑмахсар теме юрӗччӗ. Хӑшӗ-пӗри ҫапла ҫырать те. Вулавӑша, сыватӑша, усравӑша, кӑларӑша кулленхи пурнӑҫра калама хӑнӑхман пек сӑмахсарпа та усӑ курас килмест.
Н.И. Ашмарин питӗ хитре термин тупнӑ: сӑмах кӗнеки. Унӑн 17 томлӑ словарӗ виҫӗ ятлӑ: латинла – «Thesaurus lin¬quae tschuvascho-rum», вырӑсла – «Словарь чувашского языка», чӑвашла – «Чӑваш сӑмахӗсен кӗнеки».
Ашмаринтан аслӑрах та ӑслӑрах пулаймӑн.

Интернет чӑвашла – интернет

Чӑваш чӗлхин орфографи словарӗнче интернет сӑмах ҫук. Те пӗчӗкрен ҫырмалла ӗнтӗ ӑна, те пысӑкран? Вырӑс словарӗ ав пысӑкран пуҫлама хистет.
Интереслӗ самант. Интернет – пулӑвӗ енчен акӑлчан сӑмахӗ. Вырӑс чӗлхине те акӑлчан сӑн-сӑпатне улӑштармасӑр килнӗ: «В Internet появилась интересная публикация». Кайран пӑртак вырӑсланнӑ: «В Интернет появилась интересная публикация». Тата вырӑсланнӑ: «В Интернете появилась интересная публикация».
Вырӑслану вӗҫленмен-ха. Чӑнах, интернета мӗншӗн пысӑкран пуҫласа ҫырмалла? Вӑхӑт ҫитӗ, вӑхӑт пулӗ, вырӑс Интернечӗ те пӗчӗкленӗ.
Эпӗ вара интернета халех пӗчӗкрен ҫыратӑп. Пӗлетӗп-ҫке: словарь пурнӑҫран каярах юлса пырать.

Тӗрӗс мар куҫару

Драма театрӗ. Александр Островский пьеси тӑрӑх спектакль пырать. Артист сцена ҫинче господасем те господасем тет.
Чӗлхеҫӗ кунта та чун канӑҫӗ тупаймасть, спектакль пӗтичченех тухса каять.
«Мӗн пулнӑ-ха? Мӗншӗн тухса кайрӗ ҫав чӗлхеҫӗ? – тӗлӗнеҫҫӗ артистсем. – Конфликчӗ мӗнре?» Господасенче. Господа ахаль те нумайлӑх хисепӗнче тӑракан сӑмах, куҫаруҫи ӑна тата нумайлӑх хисепне лартать. Хисеплӗ куҫаруҫӑ, господинсем, хаклӑ тава тивӗҫлӗ артистсем, мӗн хатланатӑр эсир, мӗскер тӑватӑр? Эй, калӑр часрах! Ма каламастӑр?

Сельверстрова Сильвестрова мар

– Сильвестрова! Сильвестрова теп!
– Эп Сильвестрова мар, Сельверстрова…
Тӗлӗнмелле калаҫу. Хӑть Сильвестрова те, хӑть Сельверстрова – пӗрех мар-и?
Сильстровӑпа Сельверстровашӑн пӗрех мар. Тӗрлӗ хушамат. Сельверстрови, паллах, хӑй вӑхӑтӗнче документра йӑнӑш ҫырӑнса юлнӑ Сильвестрова варианчӗ. Анчах паян ку хушаматра тем пек шырасан та йӑнӑш тупма ҫук. Сельверстрова вӑл – Сильвестрова мар.
Сыв пул. Ҫак самант ҫеҫ асӑмӑрта тӑрса юлса кайран
Мӗн виличчен тунсӑхласран хӑтартӑр… (Надежда Сельверстрова).

Мраньккапа Мранька «антонимлӑхӗ»

«Ӗмӗр сакки сарлака» романа кам ҫырнӑ тесе ыйтсан ним калама аптрамалла. Те Мранькка темелле, те Мранька? Кӗнекин юлашки кӑларӑмне ӗненес пулсан – Мранька. Анчах хӑй ҫыравҫи тӑрса ларайнӑ пулсан тӗлӗнмеллипех тӗлӗнӗччӗ, «Мранька мар эп, Мранькка!» тейӗччӗ.
Кӗнеке хуплашкине мар, авторне хӑйне ӗненмелле. Мранькка вӑл, Никифор Мранькка.

Карас телефонӗллӗ журналистика

«Шӑнкӑравлӑр, – тет ҫамрӑк тележурналист, – пирӗн карас телефонӗ пур». Карас телефонӗ тейиччен эп чӑвашла тӑрлавсӑртарах илтӗнекен «сотовӑй» сӑмахпах усӑ курма хатӗр. Хитре мар та, мӗн тӑвас тетӗн. Дежурнӑй, столовӑй, запятой… Сотовӑйӗ те ҫав ретренех.
Йывӑрлӑхран тухма ӗҫтеш пулӑшрӗ: «Турккӑсем ӑна кӗсье телефонӗ теҫҫӗ». Мӗн тери хитрелӗх, чӑн-чӑн поэзи – кӗсье телефонӗ!
Ҫавӑнтанпа сотовӑйпе те мар, мобильнӑйпа та мар, кӗсье телефонӗпе усӑ куратӑп. «Карас» телефонӗпе ҫамрӑк журналистсем шӑнкӑравлаччӑр.

Сергей Камович

Ыйтӑвӗ пӗр – ҫыннӑн ашшӗ ятне пӗлесси. Чӑваш ҫакна: «Алек-сандр Камович?» тесе ыйтать. Вырӑс урӑхларах: «Андрей Батько-вич?» Е тепӗр чухне: «Геннадий Чеевич?»
– Владимирович, Сергей Владимирович.
– Паллашма хавас!

Пулмасла халап

Пурӑннӑ тет пӗр каччӑ. Унӑн икӗ юратнӑ хӗр пулнӑ тет. Лешсем пӗрне-пӗри кӗвӗҫмен тет. Пӗр хӗрӗ теприне «юлташ хӗрӗ» тесе чӗннӗ тет, тепри те ҫаплах каланӑ тет.
Халап хапха тӑрринче, юмах юпа тӑрринче.
Ку кичем юмах-халап никӗсӗ пирӗн пуплевпе ҫыхӑннӑ. Икӗ сӑмах майлашӑвӗ пур: «юлташ хӗр» тата «юлташ хӗрӗ». Малтанхи ҫывӑх ҫынна пӗлтерет, тепри сирӗн юлташӑрӑн савнине. Ҫакна пӗлсе тӑнӑ ҫӗртех ҫывӑх ҫын пирки юлташ хӗрӗ тесе каланине час-часах илтме пулать. Тӗрӗс мар.
Тепӗр хут.
Пулмасла халап.
Пурӑннӑ тет пӗр каччӑ...

Жданка вӑл кам мар – мӗн, мӗншӗн тесен Жданка вӑл – ӗне

(Ева Лисинан «Улӑхпи» кӗнекине пӑхӑр)


Пӗрре ҫапла хаҫат вуласа ларатӑп. Ҫырма чӑвашлах ҫырнӑ пек, ӑнланмастӑп: «Камӑн сӗчӗ тутлӑрах: ӗнен-и, качакан-и?»
Ӗне вӑл – мӗн. Качака та – мӗн. Чӗлхи пирӗн ҫавӑн пек, ҫын пирки кӑна кам? тесе ыйтма хистет. Ытти пӗтӗмпех, ҫав шутра чӗр чун та, мӗн? пулать.
– Камӑн сӗчӗ тутлӑрах?
– Иванован (е Петрован).
– Мӗнӗн сӗчӗ тутлӑрах?
– Ӗнен (е качакан).
Баландин – кам? Лаша – мӗн? Валерия – кам? Мухтар – мӗн? Нар-спипе Сетнер – кам? Нӑрӑ – мӗн? Сергей – кам? Жданка – мӗн?

Лӑлӗсӗр каламалли сӑмахсем

Административлӑ ҫуртран федераллӑ инспектор социаллӑ пурнӑҫ пайне кайрӗ, халӑхпа темӗнле агрессивлӑ архитектура, прогрессивлӑ йӗрке, профессиллӗ уяв ҫинчен калаҫрӗ.
Ку предложенире -лӑ / -лӗ питӗ нумай: административлӑ, федераллӑ, социаллӑ, агрессивлӑ… Лӑлӗсӗр каласа пӑхас. Администраци ҫуртӗнчен федераци инспекторӗ социаллӑ пурнӑҫ пайне кайрӗ, халӑхпа темӗнле агрессиллӗ архитектура, прогресси йӗрки, професси уявӗ ҫинчен калаҫрӗ. Капла тӗрӗсрех. Мӗн вӑл админист-ратив, федерал, агрессив, прогрессив тата административлӑ, федераллӑ, агрессивлӑ, прогрессивлӑ? Эп администраци, федераци, агресси, прогресси сӑмахсене ҫеҫ пӗлетӗп.
Социаллӑ сӑмаха ҫаплипех калама тивет. Вырӑс чӗлхинче те, чӑвашӗнче те «социал» ҫук.

Юрӑхсӑр юрӑ

Пӗр юрӑҫ сцена ҫине тухнӑ та каркалана-каркалана юрлать:
«Сан садра-а-а ҫитӗне-е-еҫҫӗ
Тӗрлӗ-тӗрлӗ йывӑҫсем…»
Йывӑҫсем – ахаль те нумайлӑх пӗлтерӗшлӗ, вӑл тата тӗрлӗ йывӑҫсем тет. Ку та ҫителӗксӗр: тӗрлӗ-тӗрлӗ йывӑҫсем. Мӗн амакӗ? Йӑнӑш юрлать паллах. Йӑнӑш пулсан – тӳрлетес:
«Сан садра-а-а ҫитӗне-е-ет
Тӗрлӗ-тӗрлӗ йывӑҫ…»
Капла «юсав ӗҫӗ» ирттернӗ хыҫҫӑн юрри юрӑхсӑра тухать. Темех мар. Сӑвӑ ҫырман чӑваш ҫук. Тепри тӗрӗсрех хайлав ҫырса парӗ.

Пурте кил-ҫурт валли

Ар ҫынсем лавккана ҫӳреме юратмаҫҫӗ. Ҫавна май пысӑк мага-зинта вӗсене валли тавар сутакан пайсем ялан тенӗ пекех пӗрремӗш хутра вырнаҫнӑ.
Тахҫан Патӑрьелӗнче «Пурте кил-ҫурт валли» ятлӑ магазин пурччӗ. Кӗрсе курман. Ҫакӑн сӑлтавне пӗлетӗр ӗнтӗ. Ҫумӗпе иртсе кайнӑ ҫеҫ. Анчах ялан ятӗнче темскер килӗшӳлӗх ҫук пек туйӑнатчӗ.
Пурте кил-ҫурт валли. Ятне пӑхсан ку магазин таварӗ ҫын пулса тухать. Кам – ҫын – пурте. Мӗн – ҫын мар – пӗтӗмпех. Ҫын пирки ун пек те, кун пек те калама пулать-ха: Ачасем пурте пуҫтарӑнчӗҫ; Пӗтӗм ҫын шавлать; Пур чӑваш сӑвӑ ҫырать. Анчах та май пур чухне «пурте» тата «пӗтӗмпех» сӑмаха вырӑнлӑрах усӑ курма тӑрӑшмалла. Ҫапла майпа «Пӗтӗмпех кил-ҫурт валли» тени тӗрӗсрех.

Семсем ҫинчен каланӑ семсем

Радиопа ҫӗнӗ хыпарсем параҫҫӗ:
«…Салтаксем пуҫӗсене каскӑсем тӑхӑннӑ...» Курап: аҫтаха евӗр виҫӗ пуҫлӑ салтак, кашни пуҫӗнчех каска. Мутант. Ҫыннӑн пӗр пуҫ. Кунта каланӑ тӑрӑх, салтакӗн вӑл темиҫе те.
«…Ялсемпе хуласен администрацийӗсен пуҫлӑхӗсем канашлу ирттерчӗҫ…» Ку пуплевре мӗн каласшӑн пулнине темиҫе вуламасӑр та ӑнкарса илеймӗн. Сем-сем тени кӑна янӑрать хӑлхара.
«…Президент спортсменсене хаклӑ парнесемпе чысларӗ…» Кашни спортсеменне харӑсах тем тӗрлӗ хаклӑ парне панӑ-ши? Телевизор, компьютер, ҫӑмӑл машина… Е кашнине пӗрер парне? Пӗрне – телевизор, теприне – компьютер, виҫҫӗмӗшне – ҫӑмӑл машина…
Чӑваш чӗлхинче нумайлӑх хисепӗ аталансах ҫитеймен. Пирӗн чӗлхе пӗрреллӗ хисеппех нумайлӑха палӑртма пултарать. Танлаштарӑр: Сетнер кунсерен телевизорпа мультфильмсем пӑхать. – Сетнер кунсерен телевизорпа мультфильм пӑхать. Арҫури ҫынсене ҫӗрле хӑратать. – Арҫури ҫынна ҫӗрле хӑратать. Салампи Раймонд Паульс ҫырнӑ «Маэстро» тата «Миллион алых роз» юрӑсене юрлать. – Салампи Раймонд Паульс ҫырнӑ «Маэстро» тата «Миллион алых роз» юрӑ юрлать.
Шухӑша пӗрреллӗ хисеппе палӑртнӑ чух пуплев перекетлӗрех те, илемлӗрех те, ӑнланма ҫӑмӑлтарах та пулса тухать: Салтаксем пуҫне каска тӑхӑннӑ. Ял-хула администрацийӗн пуҫлӑхӗсен канашлӑвӗ иртрӗ. Президент спортсменсене хаклӑ парнепе чысларӗ.

Ман ҫуралнӑ кун пиллӗмӗш сентябрьте е сентябрӗн пиллӗкмӗшӗнче?

Анатолий Горшков чӗлхеҫӗ калать: «Пиллӗмӗш сентябрь уйӑх пӗлтерӗшлӗ. Тӗслӗхрен: «Эпӗ пиллӗкмӗш сентябрь Лондонра ирттертӗм». Урӑхла каласан, хамӑн ӗмӗрте пилӗк уйӑх таран, кашни хутӗнчех сентябрьте, эп Лондонра пулнӑ. Сентябрӗн пиллӗкмӗшӗ – дата. Эпӗ сентябрӗн пиллӗкмӗшӗнче ҫуралнӑ. Ҫав вӑхӑтрах «Эпӗ пиллӗкмӗш сентябрьте ҫуралнӑ» теме ҫук».
Николай Петров профессор ҫакӑпа килӗшсе пур пӗр «пиллӗкмӗш сентябрь» тенине дата пӗлтерӗшпе йышӑнма сӗнет.
Сӑмах май каласан, тутар чӗлхинче ҫакӑн пек кӳлепе норма шутланать те: бишӗнчӗ сентябрь.

«Страствӑйчӗ!»

Тӗпчевҫӗсем чӑваш чӗлхишӗн жаргон ют пулӑм тесе ҫирӗплетеҫҫӗ. Ак ку вара мӗн?
«Марина Карягина Чӑваш челевиченийӗнче ӗҫлет. Вӑл хӗвеллӗ ҫанталӑкра ашки тӑхӑнса ҫӳрет, ҫумӑр ҫӑвас-тӑвас пулсан унӑн сунчӑк пур.
Марина ҫемчӗк ҫиме юратмасть, тен, кеккӑс ытларах кӑмӑллать. Унӑн кӗсье челехвунӗ Николай Казаков кампаҫиттӑр мусӑкӗпе шӑнкӑравлать».
Ку – студент жаргонӗн тӗслӗхӗ. Ҫамрӑксем анатри чӑваш калаҫӑвне юри евӗрлесе калаҫаҫҫӗ. Кулӑшла, хӑш-пӗр тӗлте ӑнланма йывӑртарах.
Туҫҫитани.

Хутӑш пуплев

«Чувашский язык – ман родной язык. Эпӗ ӑна любить тӑватӑп. К сожалению, настоящий вӑхӑтра чӑвашсем калаҫнӑ чухне питӗ нумай русский словӑсем употреблять тӑваҫҫӗ. Эпӗ думаю, все же чӑвашла чистӑ калаҫни лучшӑрах».
No comments.

«No comments» тенине хирӗҫлесе

Антуан де Сент-Экзюпери (вӑл француз ҫыравҫи) «Пӗчӗк Принц» хайлавӗнче питӗ лайӑх каласа хӑварнӑ: «Ирпеле тӑратӑн та – хӑв пурӑнакан ҫӑлтӑрна тирпейлетӗн…»
Ҫак ҫунатлӑ сӑмах экологи ӑслӑлӑхӗн никӗсӗ пулма тивӗҫ. Ҫав шутра чӗлхемӗр экологийӗн те.
Чӑваш чӗлхи – ман тӑван чӗлхе. Эпӗ ӑна юрататӑп. Шел те, хальхи вӑхӑтра чӑваш пуплевӗнче питӗ нумай вырӑс сӑмахӗ тӗл пулать. Эпӗ шутлатӑп та, чӑвашла таса калаҫни питӗ кӑмӑллӑ.

Чӑваш литературинчи Вавилон

«Хӗвеллӗ ҫӗр-шывӑн палли – юмах, кӑмӑллӑ халӑхӑн юрри – юман».
– «Ни сӳлешесӗн син, Хайрулла апси? Эй, алла!»
– «Девочка, доброе у тебя сердце, только язык вот…»
– «Вэне кээлт эм оска».
– «Уот из йо нэйм? Май нэйм из Лена. Олл йу ниид из лав, Лав из олл йу ниид. Йа, йа».
– «Сахал чӑваш пулни. Этем пулас пулать».
– «O my God!..»
– «Или, или лима савахвани».
– «Тезаурус лингве чувашорум».
«Лайӑх-ҫке ҫӗр ҫинче пурӑнма!»
Чӑваш литературин Вавилонне йӗркелеме Геннадий Волков, Исаев Мӗтри, Ева Лисина, Леонид Агаков, Борис Чиндыков, Ҫеҫпӗл Мишши, Петр Хусанкай еткерӗпе усӑ курнӑ. Ку хулара эстонла, латинла, еврейла, вырӑсла, чӑвашла, тутарла, акӑлчанла калаҫаҫҫӗ.

Ан йӗр, ачамккӑ

Эсир урампа иртсе пынӑ чухне пӗр виҫӗ ҫулхи ача йӗнине куратӑр. Вара ыйтмасӑр чӑтаймастӑр:
– Мӗн сӑлтава пула макӑратӑр эсир, ҫамрӑк ҫыннӑмӑр?
Хӑвӑра официаллӑ тытатӑр, сассӑр та ҫаплах илтӗнет.
Ачи йӗме пӑрахӗ паллах. Вӑл шутлӗ: мӗнле этем пулчӗ ку? Чӑвашлах калаҫать пек, анчах ӑнланма ҫук.
Эсир каллех урампа иртсе пыратӑр. Ку хутӗнче вӑтам ҫулсенчи хӗрарӑм йӗнине асӑрхатӑр.
– Ма макран?! – ытла та ачаш сасӑпа ыйтатӑр эсир…
Иккӗшне те шел. Эсир вӗсене пулӑшма хатӗр пулни питӗ лайӑх. Сӑмахне ҫеҫ вырӑнлине тупмаллаччӗ.
Тӳрлетсе вулатпӑр. Виҫӗ ҫулхи йӗрекен ачаран ачаш сасӑпа: «Ма макран?!» тесе ыйтма тивӗҫлӗ эпир, вӑтам ҫулсенчи хӗрарӑмран: «Мӗн сӑлтава пула макӑратӑр эсир?»
Ӳкӗте кӗртеймерӗм пулсан Раиса Сарпин «Тӑрнаккай» юмахне вуласа пӑхма сӗнетӗп.

Тӗлӗнтермӗш хут

Институт ректорӗ каҫсерен ӗҫ хучӗсене пӑхса тухать. Кун каҫа самаях пуҫтарӑнса каяҫҫӗ вӗсем. Министерствӑран килнӗ факс, библиотекӑран янӑ электронлӑ ҫыру, проректора Мускава командировкӑна ӑсатмалли документсем… Ҫав хушӑра – темле ӳкерчӗк. «Мӗн амакӗ ку?» – тӗлӗнет аслӑ шкул пуҫлӑхӗ:
«Институт ректорӗнчен пӗрремӗш курсра актер ӑсталӑхне вӗренекен Людмила Сенчукова студентка ыйтса ҫырни. Эпӗ Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнатӑп. Ирсерен института ҫӳреме шутсӑр кансӗр: ытла та ир тӑмалла, автобусра халӑх нумай, билечӗ хаклӑ. Ывӑнса ҫитрӗм, питӗ ывӑнса ҫитрӗм. Ҫавна май институтпа юнашар вырнаҫнӑ пӳртре виҫӗ пӳлӗмлӗ хваттер уйӑрса пама ыйтатӑп. Ман ыйтӑва хӑвӑртрах татса парӑр-ха. Сенчукова».
Мӗнле сӗмсӗр студентка! Сӑпайрах пулма ҫук-им-ха? Ӗҫ хучӗ вӗт. Унта туйӑмлӑх пулмалла мар. Ку вара – «шутсӑр кансӗр», «питӗ ывӑнса ҫитрӗм», «хваттер уйӑрса пар»… Чирлӗрех пуль ку студент-ка.
Чӑнах та чирлӗ. Ырӑ-сывӑ пулсан Людмила сӑмахне урӑхларах йӗркелӗччӗ:
«Институт ректорӗнчен пӗрремӗш курсра актер ӑсталӑхне вӗренекен Людмила Сенчукова студентка ыйтса ҫырни. Мана инсти-тут общежитийӗнче пӳлӗм уйӑрса пама ыйтатӑп. Сенчукова».
Студентки те телейлӗ, ректорӗ те кӑмӑллӑ.

«Эпӗ сана юрататӑп»

Чӗлхе пире пӗр шухӑшах тӗрлӗрен пӗлтерме май туса парать. Калӑпӑр, юрату туйӑмне ҫапла палӑртма пулӗччӗ. Кулленхи хутшӑнура: «Эп сана юратап». Илемлӗ литературӑра Петр Эйзин пек: «Каҫар, эп сан валли виҫӗ сӑмах ҫеҫ шыраса тупрӑм: «Эпӗ сана саватӑп». Ӗҫ хутлӑхӗнче: «Эпӗ сире кӑмӑлланине пӗлтеретӗп». Ӑслӑлӑхра: «Пирӗн юнӑмӑрта сире кӑмӑллама хистекен гормон шайӗ палӑрмаллах ӳссе кайнӑ»…
Хӑш-пӗр тӗслӗхӗ кулӑшла. Ҫапла пулмалла та. Ӑслӑлӑх хутлӑхӗнче ытларах фонемӑпа синтагматика, нейронпа нейтрон, ан-тропоцентризмпа генетика ҫинчен сӑмах пырать. Савнисем ҫинчен, хӑвӑрах пӗлетӗр, урӑх чухне калаҫаҫҫӗ.

Сӑпай политика

Ҫынна мӑнтӑр теме юрамасть – кӳренӗ. Карчӑк-кӗрчӗк тени те вырӑнлӑ мар. Негр – мӗнле хӑятӑр эсир ҫав тери путсӗр калаҫма! Пуҫтаха пуҫтах тесе ан тарӑхтарӑр. Тӑрнаккай сӑмах ытла тӳрккес…
Ҫынни вӑл мӑнтӑр мар, тулӑх пурӑнакан этем. Карчӑк-кӗрчӗке те пурӑнса пысӑк опыт пухнӑ хӗрарӑм тесе чӗнмелле. Хура ӳтлӗ этемӗ –афровырӑс. Пуҫтах – саккунпа тӳрех килӗшме пултарайман этем. Тӑрнаккая вӑтам ҫӳллӗшӗнчен пысӑкрах ҫын тесе каламалла.
Ҫапла тусан никам та кӳренмӗ. Политика сӑпайлӑхӗ. Вӑл уйрӑмах Америкӑра вӑйлӑ аталаннӑ. Ҫав мелпе усӑ курса чӑваш халӑх юмах-не ҫӗнӗлле вуласа пӑхӑпӑр.

Уйӑх ҫинчи хӗр

Ӗлӗкхилле


Пурӑннӑ тет пӗр хитре хӗр. Ама ҫури ӑна питӗ юратман тет. Пӗррехинче вӗлерес шутпа ҫурҫӗрте шыв ӑсма кӑларса янӑ тет.
Пырать тет хӗр ҫӑл патнелле утса, тавралла эсрел, шуйттан, усал-тӗсел алхасать тет – хӗре тытса ҫисе ярасшӑн. Хӗр йӗрсе ячӗ тет те Уйӑха йӑлӑнать тет: «Уйӑхӑм, Уйӑхӑм, ил-ха мана хӑв ҫине!» Шеллерӗ тет Уйӑх хӗре, ҫутӑ пайӑркине тӑсрӗ тет те хӗре хӑй ҫине илчӗ тет.
Тӑрать тет ҫавӑнтанпа хӗр уйӑх ҫинче. Хул пуҫҫи урлӑ кӗвенти. Ӑна халӗ те уйӑх тулнӑ каҫсерен курма пулать тет.

Уйӑх ҫинчи хӗр

Политика тӗлӗшӗнчен сӑпайлатса ҫырнӑ юмах<<
Пурӑннӑ тет пӗр хитре хӗр. Иккӗмӗш амӑшӗ ӑна юратнӑ тет, анчах пӑртак сахалтарах. Пӗррехинче ҫакскер хӗрне тепӗр тӗнчене ӑсатас тӗллевпе калать тет: «Шыв ӑсса килсемччӗ!»
Пырать тет хӗр ҫурҫӗрте ҫӑл патнелле утса, тавралла начартарах воспитани илнӗ чунсем аташкалаҫҫӗ тет – хӗре тепӗр тӗнчене кайма пулӑшасшӑн. Хӗр пичӗ тӑрӑх тӑварлӑ ҫутӑ шӗвек юхса анчӗ тет. Уйӑха йӑлӑнать тет хӑй: «Уйӑхӑм, Уйӑхӑм, ил-ха мана хӑв ҫине!» Шеллерӗ тет Уйӑх хӗре, ҫутӑ пайӑркине тӑсрӗ тет те хӑй ҫине илсе кайрӗ тет. Начартарах воспитани илнӗ чунсем нимсӗрех тӑрса юлчӗҫ тет вара.
Тӑрать тет ҫавӑнтанпа хӗр уйӑх ҫинче. Хул пуҫҫи урлӑ кӗвенти. Ӑна халӗ те уйӑх тулнӑ каҫсерен курма пулать тет.

– 80 ° С

Радиопа каларӗҫ: «Паян республикӑра сакӑр вунӑ градус сивӗ пулать», – терӗҫ. Эпир аптӑраса ӳкрӗмӗр. Хӗрӗх градус чӑтма пулать-ха, аллӑ та пырать. Сакӑр вунӑ градус – шуткӑ мар. Леш калаври пек «Тӗнче пӗтет! Тӗнче пӗтет!» тесе ҫухӑрмаллаччӗ-тӗр.
Ҫав кунхине тем пек сакӑр вунӑ градус пуласса кӗтсен те темрометр вунӑ градусран аяларах анас темерӗ. Тен, дикторӗн ҫапла каламалла пулнӑ та: «Паян пирӗн республикӑра сáкӑр градусран пуҫласа вýнӑ градус таран сивӗ пулать». Вӑт ку вара ӗнентерӳллӗ. Эпир таҫта Оймяконра пурӑнмастпӑр вӗт-ха.

«Лапсӑрти урхамах калаҫать»

Лӑпӑсти – начар пӗлтерӗшлӗ сӑмах. Лӗпӗсти тата начартарах. Ҫак ретрех – анра, йӗлпӗр, ӗнселе, лапсӑрти, лӗркке, лакӑрти, лакка, сӳпӗлти, тӑнтан, тукмакла, чых.
Тепӗр ушкӑн – пике, тарават, тивлет, урхамах, хавал, хавхалану, хӳхӗм, эревет.
Чӗлхеҫӗсем шутласа кӑларнӑ тӑрӑх, кӑнттам сӑмах хисепӗ 17 про-центпа танлашать, урӑхла каласан кашни ҫӗр сӑмахран 17-шӗ лӑпӑстипе лӗпӗсти евӗр илемсӗр. Ӑраскал, хавал, хӳхӗм йышши ырӑ пӗлтерӗшлӗ сӑмах 8 процент. Юлашки 75 проценчӗ – ни ырӑ, ни на-чар хушма пӗлтерӗшсӗр ахаль сӑмах: калаҫ, ҫиҫӗм, ҫырма, уҫӑ, хӗрлӗ, пӗрре, иккӗ, виҫҫӗ… Урӑх каламастӑп.

Ҫунатлӑ сӑмах

Темскер вӗҫсе ҫӳрет пӗлӗтре. Ҫунатлӑ хӑй, кайӑк мар. Ҫара ҫерҫи мар-и?
Сӑмах иккен, ҫунатлӑ сӑмах. Ун пекки те пулать. Валери Туркай: «Чӑвашшӑн чӑваш – тӑван-хурӑнташ». Ҫеҫпӗл Мишши: «Вӑхӑт ҫитӗ, вӑхӑт пулӗ». Николай Терентьев: «Ҫунатлисем те ҫӗр ҫинчех». Борис Чиндыков: «Сахал чӑваш пулни. Этем пулас пулать».
Пирӗн чӑн-чӑн ҫунатлӑ сӑмах ӑсти те пур – Петр Хусанкай: «Эпир пулнӑ. Пур. Пулатпӑр»; «Ӗлӗк чухне эп хам ӗлӗкчӗ», «ЧЧ» (кӗскетӳ: «Чӑваш чӗлхи» е «Чӑвашсем, чӑмӑртанӑр»), «Аптраман тавраш». Ху-санкай ҫырнӑ кашни сӑвӑ йӗркиех ҫунатлӑ пек туйӑнать. Пысӑк сӑвӑҫ.


 
Категорисем: Чи хитре чӗлхе
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2008-03-27 23:36:35 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 7512 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем